«1940-1950 çулсенчи чăваш литератури историйĕ» курсра асăннă тапхăрти поэзипе проза хăй евĕрлĕхне тишкернĕ, литературăри тĕп жанрсене, туртăмĕ-кĕввине, шухăшпа илемлĕх пахалăхĕсене тимленĕ, вăрçă вăхăтĕнчи тата хыççăнхи чăваш драматургийĕн аталанăвĕпе хирĕçÿсĕрлĕх тапхăрĕнчи шыравсене тĕсенĕ. 


Лекцисенче эпир иртнĕ ĕмĕрĕн 2-мĕш çурринче ĕçленĕ çыравçăсен стилĕпе, илемлĕ сăнарлăхĕпе, хăйевĕрлĕхĕпе паллашăпăр. Вĕсене нацилĕх тата вăхăт е, урăхла каласан, самана саккунĕсемпе килĕшÿллĕн тишкерĕпĕр.

Курс вĕçĕнче асăннă тапхăрти литература аталанăвне туллинрех ăнланса илме харпăр хăй тĕллĕн вуламалли илемлĕ текстсен списокне панă тата вĕсене ăнланса тишкермелли ыйтусем пулĕç.


Чувашский язык – один из государственных языков Чувашской Республики. На нем говорит более одного миллиона людей нашей страны. Вашему вниманию предлагаем 14 уроков. На этих занятиях вас ознакомим фонетикой и грамматикой чувашского языка, обогатимся лексикой, научимся составлять простые предложения, а также понимать чувашскую речь. Для проверки знаний есть тесты к каждому уроку и итоговые тесты.